Имя
Валентина
Фамилия
Захарова
Специальность
Не выбрана
Материалы
Урок теми: «Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр…» Урок тĕсĕ: пĕтĕмлетÿ урокĕ. Класс: 8 Урок эпиграфĕ: Историн тимĕр хăмисем çине Хушаматна штыкпа çырса хăвартăн. Мухтав Раççейĕн паттăр салтакне! Европăна эс вилĕмрен хăтартăн. С.Шавли. Урок тĕллевĕсем: 1) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен вуланă произведенисене тишкерсе пĕтĕмлетесси, вăрçă вăхăтĕнче фронтра тата тылра паттăрлăх кăтартнă çынсем çинчен калаçасси, паттăрлăх термина уçса парасси. 2) Сăмах пуянлахне ÿстересси, çыхăнуллă пуплеве аталантарасси, сăвăсене илемлĕ вулама-калама хăнăхтарасси. 3) Тăван çĕршыва юратма, уншăн сыхă тама вĕрентесси; патриотизм, гуманизм туйăмĕсене аталантарасси…